Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Пупӑлькассинче асра юлмалли уяв пулни пирки Чӑваш наци конгресӗн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева пӗлтерет.
Яла пырса кӗнӗ ҫӗрте ял историне аса илтермелӗх «Пупӑлькасси. 1795-мӗш ҫулта ял ятне панӑ» тесе чул юпа ӑсталаса лартнӑ. Уншӑн ҫав ялта кун ҫути курнӑ, халӗ Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗн пӗрремӗш ҫумӗнче тӑрӑшакан Валерий Клементьев ял халӑхӗпе пӗрле капашсӑр пысӑк ӗҫ тунӑ.
— Кашни ҫыннӑн тӑван ял умӗнче парӑм пур. Яла пулӑшмалла, ӑна ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратмалла. Ял пулсан чӑваш чӗлхи пурӑнать, йӑла-йӗрке упранать, — тесе шухӑшлать Валерий Клементьев.
Ҫав кун ялта Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса палӑк тата Николай Асамҫӑ ячӗпе часавай уҫнӑ. Вӗсене уҫнӑ хыҫҫӑн ял ҫыннисем уяв лапамне пуҫтарӑннӑ. Унта республика ерӳтҫисемпе пӗрле сумлӑ хӑнасем, ялти ватти-вӗтти таран вӑйӑ картине тӑрса ял пуҫланӑранпа 220 ҫул тултарнине халалланӑ уява пуҫланӑ.
Тӑван тӑрӑха манманшӑн, ял халӑхӗ валли пархатарлӑ ӗҫсем тунӑшӑн Етӗрне район пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин ЧНК Президенчӗн пӗрремӗш ҫумне Етӗрне районӗн хисеплӗ ҫынна ята панине пӗлтернӗ.
Шӑматкун, ҫурлан 22-мӗшӗнче, хӑй вӑхӑтӗнче республикипех кӗрлесе тӑнӑ Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» хуҫалӑха ертсе пынӑ Аркадий Айдакӑн Тури Ачакри палӑкӗ умне Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев чечек хунӑ. Унпа пӗрле чӑваш парламенчӗн депутачӗсем, районти тӳре-шара пулнӑ.
Аркадий Айдак — Раҫҫей Федерацин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, 1989–1991-мӗш ҫулсенче СССР халӑх депутачӗ, СССР Аслӑ Канашӗн аграри тата апат-ҫимӗҫ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн пайташӗ пулнӑ, Чӑваш Республикин тата Етӗрне районӗн хисеплӗ ҫынни.
Аркадий Айдак пирки Михаил Игнатьев вӑл чӑваш халӑхӗн хисепе тивӗҫ, аслӑ ывӑлӗ тесе хакланӑ. Аркадий Айдак республикӑра кӑна мар, Совет Союзӗнче те паллӑ пулнине аса илнӗ.
Ҫурлан 14-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Пушкӑрт ялӗ те уявне паллӑ тунӑ. Паллах, чи малтан ентешӗсене ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ З.Салтыков саламланӑ. Унтан ытти сумлӑ хӑнасем тухса калаҫнӑ.
ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ В.Павлов Пушкӑрт ял тӑрӑхне 5 пин тенкӗлӗх сертификат парнеленӗ. Район администрацийӗнчен килнӗ хӑнасем А.Сергеева, А.Карповӑна, Н.Дмитриева тата З.Храмовӑна Хисеп грамотипе чысланӑ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ вара А.Лукоянова, А.Комиссарова, А.Мамайкина общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн грамотӑпа хавхалантарнӑ.
Унтан ентешӗсене «Пошкӑрт» халӑх юррипе ташшин ансамблӗ, чӑваш эстрада юрӑҫисем коцерт кӑтартнӑ. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ хӑнасене, пушкӑртсене чӑвашсен наци ҫимӗҫӗпе — шӳрпепе — хӑналанӑ.
Пушкӑртсен уявӗ чӑннипех те савӑнӑҫлӑ иртнӗ.
Сӑнсем (42)
«Ҫӗр ҫынсене ӗмӗртен вӑрҫтарнӑ. Унпа ҫыхӑннӑ ыйтусем халӗ те ҫивӗч», — тесе пӗлтерет Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗ Надежда Васильева.
Кӑҫалхи ҫур ҫулта кӑна унта 17 ҫӑхав ҫитнӗ. Ҫынсем ыйтӑва вырӑнта татса парайманнипе специалистсенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Вӗсене ыттисем ҫӗрпе мӗнле усӑ курни канӑҫ памасть-мӗн.
Нумай пулмасть Канаш район администрацийӗнчен Шаккӑл ял ҫывӑхӗнчи 157 гектар ҫӗре ҫумкурӑк пусса илнине пӗлтернӗ. Вӑл лаптӑка 2011 ҫултах пӗр ҫын тара илнӗ.
Анчах акса-лартманнине кура ҫумкурӑк кӑна мар, йывӑҫ-тӗм те пусса илме тытӑннӑ. Тӗрӗслевҫӗсене хӑй каланӑ тӑрӑх, 32 гектар ҫинче нумай ҫул ӳсекен курӑксен вӑрлӑхне акнӑ. Иртнӗ ҫул вара пӗр гектар ҫӗрулми те лартнӑ пулать.
2015 ҫулхи ҫур ҫулта ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмешкӗн 26 протокол ҫырма тивнӗ. Вӗсем ытларах — Патӑрьел, Комсомольски, Канаш, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Тӑвай районӗсенче.
Мускавран Хусана уҫма палӑртакан пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑс Чӑваш Енре Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫ ялӗ патӗнче чарӑнма пултарать. Ыйту ҫурлан 18-мӗшӗнче татӑлмалла.
Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистрале тӑвассине Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ техника канашӗн ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Унта пуҫтарӑннӑ сӑнавҫӑсен шучӗпе унта чарӑнмалла тусан Шупашкара ҫитме аван. Ҫапах та асӑннӑ районти Мӑнал ялӗ ҫывӑхӗнчи чарӑнӑва та кун йӗркинчен кӑларса пӑрахман-ха. Унтан Шупашкара килме ҫул тикӗссине кура ҫул сарма йывӑр мар. Анчах вӑл шухӑшпа пурте килӗшмен. Магистрале Шупашкар витӗр яма сӗнекен те тупӑннӑ. Анчах ҫакӑ проекта хаклатса ярать. Татӑклӑ йышӑну тӑвиччен укҫа ҫине хурса шутласа пӑхмалла. Ҫурлан 18-мӗшӗнче ыйтӑва татса памалла.
Сӑмах май, магистраль Етӗрне патӗнчен иртмӗ, вӑл тӑрӑхри Никольски ял ҫывӑхӗнчен кайӗ.
Етӗрне районӗнчи Хӗрлӗ Ҫыр ялӗнче Хӗрлӗ урам ӳлӗмрен ҫуркуннепе кӗркунне пылчӑкпа ҫӑрӑнма пӑрахӗ. Ӑна хытарса ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнетнӗ урама хӗрлӗ хӑю кассах уҫнӑ. Унта район шайӗнчи тӳре-шарапа — район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Владимир Кузьминпа район пуҫлӑхӗпе Александр Красновпа пӗрлех чӑваш парламенчӗн депутачӗсем пырса ҫитнӗ. Вырӑнти Никольски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Леонтьева вара вырӑнти ҫынсене ырласа калаҫнӑ. Вӗсем таса чунпа ӗҫлесе ял тӑрӑхне кӑна мар, района та чапа кӑларнине палӑртнӑ.
Хӗрлӗ хӑйӑва касма пырса ҫитнӗ чӑваш парламенчӗн депутачӗсем Николай Маловпа Валерий Павлов урамра ҫул уҫни ял историне кӗрсе юлассине палӑртнӑ. Николай Малов ку ӗҫе тунинче Чӑваш Республикин Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн тӳпине уйрӑммӑн асӑнса хӑварнӑ.
Ӳркенмен ӑста пулнӑ. Ҫапла ваттисем ӗлӗкех каланӑ. Етӗрне районӗн ачисем те ала айӗнчи япаласенчен темӗн те пӗр ӑсталама вӗренеҫҫӗ.
Юлашки вӑхӑтра тӑварлӑ чустаран кӳлепесем ӑсталас ӗҫ анлӑ сарӑлчӗ. Сывлӑха ҫирӗплетмелли «Непоседы» ҫуллахи уйлӑха ҫӳрекен ачасем те унран илемлӗ кӳлепесем ӑсталанӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Етӗрнери комплекслӑ центр ҫумӗнчи уйлӑхра шӑпӑрлансем валли ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Ачасем чустана алла тытса хаваспах унран тӗрлӗ япала ӑсталанӑ. Унтан вӗсем ӑна сӑрӑпа сӑрласа илемлетнӗ.
Чылайӑшӗ тӑварлӑ чустапа пӗрремӗш хут ӗҫлесе курнӑ. Ӗҫ вӑхӑтӗнче ачасем пӗр пӗринпе калаҫса опычӗпе пайланнӑ. Юлашкинчен шӑпӑрлансем хӑйсем ӑсталанӑ япаласене пӑхса киленнӗ.
Сӑнсем (8)
Етӗрне районӗн малашне хӑйӗн гимнӗ кӑна мар, ялавӗпе гербӗ те пулӗ. «Паянхи кун историре ҫырӑнса юлӗ», — тесе хыпарлаҫҫӗ асӑннӑ район администрацийӗнче Депутатсен районти пухӑвӗнче районӑн тепӗр икӗ элемне йышӑнни пирки. Ун пек лару утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртнӗ.
Элеме илсен районта унччен гимн пулнӑ-ха. Ӑна 2004 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче йышӑннӑ. Гимнӑн сӑмахне ҫыраканӗ тата кӗввине хываканӗ пӗр ҫынах — Николай Александров композитор. Района гербпа ялав та кирли пирки Депутатсен районти пухӑвӗн депутачӗ Елена Шлепнева сӑмах пуҫарнӑ. Унӑн шухӑшне райадминистарци пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин тата район пуҫлӑхӗ — Депутатсен районти пухӑвӗн ертӳҫи Александр Краснов ырласа йышӑннӑ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче гербпа ялав проектне палӑртма конкурс ирттерме йышӑнӑн. Ҫӗнтерӳҫӗне 10 пин тенкӗ премипе хавхалантарма пулнӑ. Чи ӑнӑҫлӑ ӗҫ тесе Анатолий Данилов ӳнерҫӗ-художникӑн, педагогӑн тата ӑсчахӑн проектне йышӑннӑ. А. Данилов унччен Элӗк район гербӗпе ялавне, Хӗрлӗ Чутай район ялавне, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ялавне хатӗрленӗ.
Сӑнсем (7)
Етӗрнери ача-пӑча вулавӑшӗнче «Аттепе пӗрле — кӗнеке тӗнчине» вулав акцийӗ иртет. Ӑна хальлӗхе официаллӑ уявсен шутне кӗртмен Ашшӗсен кунне халалланӑ.
Акципе килӗшӳллӗн, вулавӑш ӗҫченӗсем вуламалли интерактивлӑ зона тунӑ. Унта сӗтелҫи вӑййисем, тетте салтаксем, пултарулӑх материалӗсем пур.
Кӗнеке куравне ашшӗсемпе пӗрле вуламалли кӗнекесене кӗртнӗ. Унта - Голявкинӑн «Мой добрый папа», В Драгунскин «Денискины рассказы», А. Вестлин «Мама, папа, восемь детей грузовик», А. Линдгренӑн «Рони – дочь разбойника» и «Пеппи — длинный чулок», Раскинӑн А. «Как папа был маленьким», А. Гайдарӑн «Чук и Гек» и Г. Цыферовӑн «Как лягушонок искал папу», «Ҫар техника» энциклопеди.
Кунтах «Эпӗ тата атте вулать», «Пире атте вуласа парать» листовкӑсем пур. Вулавӑш ӗҫченӗсем мӗнпур ашшӗне ачисене ҫавӑтса вулавӑша килме чӗнеҫҫӗ.
Етӗрне районӗнче кӑҫалхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче пӗр ҫемьере пысӑк инкек пулса иртнӗ. Ҫав кун 36-ри арҫын Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне уявланӑ-ши — ӳсӗр пулнӑ. Пуҫне эрехпе минретнӗ пулин те вӑл ачасен пӳлӗмӗнче тӗтӗм мӑкӑрланнине асӑрханӑ. Ырӑ мара сиснӗскер котельнӑй витӗр тула тухса тарнӑ. Ҫав вӑхӑтра пӳртре икӗ ҫул ҫурӑри тата пиллӗкри ачасем тата арҫыннӑн 78 ҫулти амӑшӗ пулнӑ. Вӑйпитти вӗсене ҫӑласси пирки те шухӑшламан, те ҫухалса кайнӑ... Вут-ҫулӑм алхасакан пӳртре халсӑрскерсем виҫҫӗшӗ те вилнӗ.
Ку факт пирки арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна асӑрханмасӑр икӗ тата ытларах ҫынна вилӗм кӳнӗ тесе РФ Пуҫиле кодексӗн 109-мӗш стайин 3-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Йӗрке хуралҫисен шучӗпе арҫыннӑн килтисене ҫӑлма май пулнӑ, анчах вӑл ку енӗпе нимӗн те туман.
Чӑваш Ен прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе суда ярса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |